Устаревшая версия сайта

Новый информационный ресурс доступен по адресу http://krchet.cap.ru/

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Поздравление главы администрации района с Новым годом

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://krchet.cap.ru/

Хаклă  ентешĕмĕрсем, тăванăмăрсемпе ырă çыннăмăрсем.

 

Сире Çĕнĕ Çул тата Сурхури уявĕсем ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп.  Çак уявсем кашни çын чĕринче ырă шухăш-ĕмĕтсем, шанчă çуратаççĕ. Иртсе каякан çула тишкернĕ май, эпир çитес  çула валли пысăкрах тĕллевсем  палăртатпăр, вĕсене пурнăçлама ырми-канми тăрăшса, вăй хурса  ĕçлемеллине туятпăр.

Иртсе каякан 2004 çул районăмăр пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварчĕ. Эпир обществăлла  инфраструктурăна аталантарас тĕлĕшпе курăмлă ĕçлерĕмĕр, ялсене çутçанталăк газĕ кĕртессине, çул-йĕр тăвас, социаллă объектсене аталантарас, тăван ене тирпей-илем кĕртессипе сахал мар тимлерĕмĕр.

Ялхуçалăхĕнче те ÿсĕмсем çук мар. Уй-хир тата ферма ĕçченĕсен тăрăшуллăхĕпе хастарлăхĕ умри тĕллевсене пурнăçлама витĕм кÿчĕç.

2004 çул çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ пулнине тĕпе хурса, эпир ку енĕпе те ÿсĕмсем турăмăр. Республика шайĕнче ирттернĕ конкурссенче хастар  хутшăнса малтисен, çĕнтерÿçĕсен ретне тăтăмăр. Çитĕнекен ăрăва тĕрĕс  воспитани парса, пĕлÿ шайне ÿстерсе, ырă ăс-хакăлпа сывлăх енчен таса та çирĕп пулччăр тесе  тăрăшрăмăр. Районта  компьютерпа информаци технологисене  аталантарасси самаях вăй илчĕ. Вĕрентÿ, культура тата ытти социаллă сферăсенче ĕçлекенсем  тăрăшни, эпир малашне те ÿсĕмлĕ ĕçлеме пултарнине çирĕплетрĕ.

Районăн кулленхи аталану çул-йĕрĕнче пирĕн ветерансем те тивĕçлĕ вырăн йышăнчĕç, пире ĕçлеме вăй-хал парса,  сĕнÿ-канашсемпе пулăшса   пычĕç.

Çитес, 2005 çула Республика Президенчĕ садсемпе парксен  çулталăкĕ тесе  пĕлтерчĕ. Эпир ку тĕлĕшпе ĕçлеме тытăнтăмăр та. Çитес çул, етешĕмĕрсем, эпир сирĕнпе пĕрле тăван Чутай енче çамрăк хунавсемпе садсем лартса чĕртĕпĕр. Кашни çемье, кашни çын çак ĕçе хастар хутшăнасса  шанатăп. Умри тĕллевсене пурăçлама, районăмăра улăпла утăмсемпе малалла аталантарассишĕн пĕрле тăрăшса ĕçлеме чĕнетĕп сире, хаклă тăванăмăрсем!

Çемьĕрсенче килĕшÿпе çураçу, ĕçĕрсенче ăнăçу пултăр сире, ентешĕмĕрсем.

Çĕнĕ Çул сире ырлăхпа сывлăх, иксĕлми телей, тату та тăнăç пурнăç кÿтĕр.

 

 

 

 Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                  В.Орлов

 

 

Информационное наполнение сайта:
сектор информационных ресурсов администрации Красночетайского района

 

           

 

 

Система управления контентом
429040, с. Красные Четаи, пл.Победы, д.1
Телефон: 8(83551) 2-16-61
Факс: 8(83551) 2-16-76
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика