Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://krchet.cap.ru/
Саламлатăп
Хисеплĕ хĕрарăмсем, хаклă ентешĕмсем!
Сире пурсăра та чун-чĕререн, ăшă кăмăлпа чаплă та сумлă уяв ячĕпе сума суса, пуç тайса хĕрÿллĕн саламлатăп.
Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ - çуркуннехи пĕрремĕш праçникпе пĕр килет. Апла пулсан, эсир, пирĕн пурнăçа илемлĕхпе, черченлĕхпе, ырăлăхпа, юратупа тултаракансем. Çутçанталăк хĕрарăмсене илем тата вăй-хал, чун çепĕçлĕхĕ тата чĕререн парăнса тăнине, ăс-хакăл тата чăтăлмлăх панă. Пирĕн пурнăçри чи лайăххи, чи çутти – сирте, хаклă аннесемпе асаннесем, арăмсемпе хĕрсем, аппасемпе йăмăксем.
Сире, çемье ăшшине упранăшăн, ачасене тивĕçлĕ воспитани парассишĕн тăрăшнăшăн, общество ĕçĕнче хастар пулнăшăн тав тăватăп. Малашнехи пурнăçра патвар та кĕрнеклĕ сывлăх, тулли ăраскал, пысăк телей, вăрăм кун-çул, ĕçре ăнăçусемпе çитĕнÿсем, хастарлăх сунатăп.
Район пуçлăхĕ А.И.Криков