Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://krchet.cap.ru/
Районта çулленех çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парас тĕллевпе оборонăпа массăллă спорт уйăхлăхне (январь-февраль уйăхĕсенче) ирттереççĕ. Кăçал ăна ОСО АВИАХИМ-ДОСААФ РОСТО йĕркеленнĕренпе 80 çул çитнине халалланă.
Çавна май спорт уявĕсен анлă программине туса хунă. Малтанхи зонăри ăмăртусем январĕн 26-мĕшĕнче Çĕн Атикассинчи вăтам шкулта иртĕç. Спорта юратакансем шашка-шахматла, кире пуканĕ йăтассипе, пневматикăлла винтовкăран тĕл перессипе, мини-футболла, дартс, сĕтел çинче теннисла выляссипе, сĕтел хушшине ларса алă вăйне виçессипе тупăшĕç, спорт çемйисен ăмăртăвĕ те иртĕ. Çавăн пекех кашни командăн художествăлла 2 номер хатĕрлемелле пулать. Ку зонăри турнирсене Кив Атикасси, Хусанушкăнь, Штанаш ял тăрăхĕсенчи спортсменсем хутшăнĕç.
Февралĕн 2-мĕшĕнчи спорт уявне Атнарти шкулта ирттерме йышăннă. Ăмăртусене Атнар, Питĕркасси, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕсенчи спорта кăмăллакансем хутшăнĕç.
Февралĕн 9-мĕшĕнче зонăри ăмăртусем Мăн Этменти вăтам шкулта иртĕç. Кунта Мăн Этмен, Ачкасси, Пантьăк, Тралькасси тăрăхĕсенчи спортсменсем тупăшăва тухĕç.
Спорт уявĕсен финалти вăййисене февралĕн 14-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайри спорт шкулĕнче ирттерме палăртнă. Уяв программи зонăри ăмăртусенчи пекех пулĕ, анчах ку хутĕнче чи пултаруллисене палăртĕç. Спортăн кашни енĕпе мала тухнисене, команда зачетĕнче чи нумай очко пухнисене Хисеп грамотисемпе тата призсемпе чыслĕç.
Л.Медведева