Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://krchet.cap.ru/
Хаклă шкул ачисемпе студентсем, педагогсемпе ашшĕ-амăшĕсем!
Сире Пĕлÿ кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!
Вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕ вăл пирĕншĕн пуриншĕн те савăнăçлă та хумхануллă уяв. Пĕлÿпе культура тĕнчине пула çын ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен вăйланать, йĕркеллĕ те сăпайлă пулма хăнăхать. Ачасене пур енчен те лайăх аталанма вĕрентесси – педагогсен умĕнчи тĕп тĕлевсенчен пĕри.
Пысăк пĕлтерĕшлĕ «Вĕрентÿ» приоритетлă наци проектĕнче палăртнă нумай мероприяти пирĕн районта та пурнăçланса пырать. Вĕрентÿ сферинчи наци проектне ăнăçлă пурнăçа кĕртес тĕллевпе шкулсен çĕнĕ йышши вĕренÿпе пурлăх базине çирĕплетес енĕпе чылай ĕç тунă, вĕрентÿ учрежденийĕсен инноваци ĕç-хĕлĕн опытне пухнă. Çавăнпах вĕрентÿ системинче ÿсĕмсем пурри сисĕнет. Вĕренÿ учрежденийĕсене компьютерсемпе, шкул автобусĕсемпе тивĕçтерни,, модельлĕ библиотекăсем уçни, ачасене интернетпа усă курма майсем туса пани – ку вăл йăлтах халăхăн пурнăç пахалăхне ÿстерет, вĕренекенсен пĕлĕвне пуянлатма лайăх условисем туса парать.
Кăçал çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчи пĕрремĕш урока «Ăс-хакăлпа чун аталанăвĕн çулталăкне» халалласа ирттереççĕ. Пĕлÿ тĕнчине кĕнĕ май, районти пултаруллă педагогсем пулăшнипе пирĕн ачасем ăс-тăн, чунпа кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пуянрах, тасарах, ăс-хакăл енчен вăйлăрах, тÿсĕмлĕрех пуласса шанатăп.
Умра кăткăс та илемлĕ тапхăр. Хаклă шкул ачисем, студентсем, вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕсем, сире пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей, вĕренÿре тата ĕçре çитĕнÿсем тума сунатăп.
А.Криков, Хĕрлĕ Чутай район пуçлăхĕ.