Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://krchet.cap.ru/
Ялăн сăн-сăпачĕ, улшăну тапхăрĕ чиркÿрен пуçланнă. Чиркÿллĕ ялта вара тĕрлĕ учрежденисем те пулнă, вăл çывăхри ялсен центрĕ шутланнă.Çак чиркĕве çÿрекен çывăхри Тихăнушкăнь, Тракушкăнь, Хусанушкăнь, Сĕнтĕкçырми , Тури Çĕрпукасси, Çĕн Атикасси, Кив Атикасси, Пĕрремĕшпе Иккĕмĕш Хурашаш çыннисем ятарласа вĕренме шкул çуккипе хутла сахал пĕлнĕ. Халăх ыйтăвне шута илсе тата вĕсен пулăшăвĕпе усă курса Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Кăрмăш уездне кĕрекен Хурашри чиркÿ çумĕнче 1886 çулта пĕр класлă йывăç шкул çурчĕ туса лартнă. Пĕр пÿлĕмĕнче пачăшкă çемйи пурăннă , тепĕр пÿлĕмĕнче шкул пулнă. Унччен малтан Хĕрлĕ Чутайра, Штанашра—1840 çулта, Ураскилтре 1869 çулта шкулсем ĕçлеме пуçланă , 1886 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ялти шкул яланлăхах историе кĕрсе юлать. Кун çинчен 1935 çулта пичетленсе тухнă «Очерки истории культуры дореволюционной Чувашии» кĕнекере çырса кăтартнă тата Ульяновскри архивра упранакан документсем те лайăх çирĕплетсе параççĕ. Хальхи шкул директорĕ Н.П.Никитинпа А.Ю. Петров учитель шкулта юлнă докементсемпе паллаштарчĕç . 1933 çулта чиркÿ хупăнсан , 5-7 классем уçнă. Шел пулин те çырса пынисем 1936 çултанпа çеç. Унчченхисене вара сыхласа хăварайман.
1936 çулта вунçиччĕн çичĕ класс пĕтерсе тухнă. Вĕсенчен чылайăшĕ çар командирĕсем пулнă, хуçалăха ертсе пынă. Ку çулсенче шкул директоренче 37 çулхи Л.И. Журавлев ĕçленĕ, вăрçа пуçлансан ăна та фронта илсе кайнă. Вăрçăран таврăнсан ăна 1951 çулччен – директорта каярахпа 1965 çулччен , учительте ĕçленĕ. Ăна халĕ те ял çыннисем ырă сăмахпа аса илеççĕ. Вăрçă çулĕсенче вĕренекенсемпе таврари ялсенчи çынсем К.Х.Галиева педагога , ун чухне директор пулнă, паллах, астăваççĕ. Вăрçă вăхăтĕнче директор пулса С.В. Власов та вăй хунă. Вĕсем чăваш ачисене йывăрлăхсене çентерсе пыма, тарăн пĕлÿ пама тăрăшнă.
Вăрçă хыççăнхи çулсенче кунта В.А. Андреев педагогсен ушкăнне ертсе пынă(1951-1955 çç.), вăлах ачасене математика кăткăслăхне вĕрентнĕ, ун хыççăн В.И. Кабардаев (1956-1959 çç.),Г.И. Алексеев (1959-1961çç.), Г.А.Толстов (1961-1965 çç.) директор пулса вăй хунă. Выл тăрăхĕнчи Çирĕккасси çынни Никон Андрианович Григорьевский вунă çул шкулти учительсене ертсе пынă. Ватă салтак учитель тивĕçне яланах таса та çÿлте тытма тăрăшнă, ыттисене те çавăн пекех пулма вĕрентнĕ
Çак шкултах Хирлÿкасси каччи Иван Иванович Лисаев тăватă çул хушши ачасене Тăван çĕршыв историне вĕрентнĕ. Халĕ вăл паллă писатель.
Нумай çул ĕçленĕ педагогсене ырă сăмахпа асăнмасăр иртме çук: Г.П. Ильина—пĕрремĕш категориллĕ учитель, А.Ю. Петров—сахал мар шкул историне пухать, халĕ вăл тăрăшнипе музей уçма хатĕрленеççĕ., В.Е. годейкин, Н.Н.Чамашкина, Г.Г. Семенова, Л.А. Петрова çамрăксене тарăн пĕлÿ параççĕ. Нумай çул кунта ĕçленĕ Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учительне, хальхи пенсионера Г.И. Пакрушова та асăнмасăр хăварас килмест. Маларах кунта тăрăшнă А.Д. Мокин Хусанушкăнь вăтам шкулĕнче халĕ те вăй хурать, вăл Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ тата тава тивĕçлĕ культура работникĕ ячĕсене илме тивĕç пулнă.
А.А. Угольников кунта вĕреннĕ тата ĕçленĕ хыççă район хаçачĕн редакцийĕнче тăрăшать. Вăл Раççей Федерацийĕнчи Журналистсен тата Писательсен Союзĕсен членĕ. М.Н.Крыцовкинăпа Р.Ф. Андреева тивĕçлĕ канура , вĕсене те хăйсен пархатарлă ĕçне тунăшăн пысăк тав.
Юлашки утмăл çулта çак шкултан 1425 ачана вĕрентсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Вĕренсе тухнисенчен 145 çын аслă пĕлÿ илнĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ учительсемпе тухтăрсем, хуçалăх ертÿçисем, çарти аслă офицерсем пулнă. Наука кандидачĕсем те пур: Н.П.Прокопьев, К.П.Паденов (Тури Çĕрпÿкасси)А.Ф. Альдяков (Пĕрремеш Хурашаш), Г.Н.Григоьев (Иккĕмĕш Хурашаш). Пурте хальхи çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.
Хурашаш шкулĕ 110 çул тултарни историе кĕрсе юлать. Кунсăр пуçне халĕ те тĕрлĕ ĕçлекен Н.К.Самсоновшăн, А.Я.Маркеловшăн , А.Д.Мокиншăн тата ыттисемшĕн те чăн-чăн савăнăç. Н.К.Самсонов чылай вăхăт Ленин ячĕллĕ колхоза ертсе пынă. А.Я.Маркелов 22 çул ытла уй-хир бригадирĕнче ĕçленĕ. Вăл Октябрь революцийĕн тата «Хисеп палли» ордена тивĕç пулнă, Н.В. Никитин—ĕçпе вăрçă ветеранĕ. Колхозра аслă агроном пулса ĕçленĕ , ăна «Ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятпа чыс тунă.
Хальхи шкул хуçалăхĕнче виçĕ вĕренÿ корпусĕ, вĕсенчен пĕри –шкул уçнăранпах ларать , унта спортзал йĕркеленĕ. Тепĕр пайĕнче ĕç урокне ирттермелли класс тунă. Юнашарах – çĕнĕ столовăй çурчĕ, шкул ачисем кунне пĕр хутчен вĕри апат çиеççĕ. Хăйсене уйăрса панă 2 гектар çĕр çинче апат-çимĕç культурисем туса илеççĕ,садри панулмисене типĕтеççĕ.
Шкулăн çĕнĕ çуртне 1987-1988 çулсенче хута янă. Хальхи директорăн Н.П. Никитинăн уншăн сахал мар чупмалла пулнă, выççăллă-тутăллă е çĕр çывăрмасăр тăрăшма тивнĕ. Ял халăхĕ те пулăшмасăр аякка тăрса юлман.
Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче 106 ача партта хушшине ларнă, вĕсене 19 педагог ăс парать. Учительсен те шухăш- кăмăлĕ пысăк, ĕçĕсене чунтан юратса тăваççĕ, ĕмĕчĕсем вара çунатлă.
П. Артемьев.
«Пирĕн пурнăç» хаçатăн 126 № , 1996 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнче пичетленнĕ.