Чи малтанах çакна палăртса хăвармалла. Ялăн сăн-сăпачĕ , улшăну тапхăрĕ чиркÿрен пуçланнă. Ăна кунта йывăçран 1869 çулта туса лартнă. Ĕçлекенсене тÿлеме укçи-тенкине таврари ял халăхĕ панă. Тихăнушкĕн , Тракушкăнь , Хусанушкăнь,Сĕнтĕкçырми , Тури Çĕрпÿкасси , Çĕн Атикасси , Кив Атăкасси тата Пĕрремĕшпе Иккĕмĕш Хурашашран чиркĕве çÿрекенсем хутла сахал пулнă. Анчах та ятарласа вĕренме çывăхри ялсенче шкулсем пулман. Вĕсем чиркÿллĕ ялсенче çеç малтан уçăлнă. Сăмахран , Хĕрлĕ Чутайра, Штанашра—1840 , Ураскилтре 1869 çулта шкулсем пулнă та ĕнтĕ.
Халăх ыйтăвне шута илсе тата вĕсен пулшĕвĕпе усă курса Чĕмпĕр кĕпернинчи Кăрмăш уездне кĕрекен Хурашашри чиркÿ çумĕнче те 1886 çулхи çулла пĕр класлă йывăç шкул çурчĕ туса лартаççĕ. Çапла вара çав çулхи июнĕн 1- мĕшĕнчен пуçласа çак шкул çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленме тытăнать , яланлăхах историе кĕрсе юлать. Кун çинчен çулталăк каялла Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă «Очерки истории культуры дореволюционной Чувашии» кĕнекере те çырса кăтартнă тата Ульяновскри архивра упранакан документсем те лайăх çирĕплетсе параççĕ.
Кăçал манăн Хурашашри сакăр çул вĕренмелли шкулта пулма тÿр килчĕ. Шкул директорĕ (вăл юнашар ялтан) Николай Прокопьевич Никитин эпĕ мĕн ыйтупа килнине пĕлсен питĕ савăнчĕ ,çийĕнчех шкулта упранса юлнă документсемпе паллаштарма тытăнчĕ . Анчах та , шел пулин те, шкулта çырса пынисем 1936 çултан па çеç. Унчченхисем вара аçта-ши? Кăна вăл , паллах , пĕлмест, мĕншĕн тесен директор ĕçĕсене туса пыма тытăнни те икĕ çул çеç-ха.Хăй вăл, кунсăр пуçне , ачасене математика кăткăслăхне вун тăваттăмĕш çул вĕрентет
Документсемпе паллашнă хушăра пирĕн пата 66 çулхи шкул хуралçи Григорий Яковлевич Андреев пырса кĕчĕ. Хăй çак ялсемех. Ватă салтак иртнĕ вăрçăра тăшмана Сталинград патĕнчен Варшавăна çити хăваланă, офицер пулнă. Ачалăхĕ пирки вăл çапла каласа пачĕ:
--Шкулта 1928 çулта вĕренме кайрăм. Пире хамăр ялти Федор Максимович Чумейкинпа (вăл шкул заведующийĕ пулнă ) Пелагея Тимофеевна Элеменкина (халĕ Питĕркассинче пурăнать) вĕрентрĕç. Юнашарах чиркÿ . Унта хамăр ялти Василий Благовещенский пуппа Иван Яблонский тиечук ĕçлетчĕç. Кайран ,1933 çулта , чиркÿ хупăнсан , 5-7 классем уçма тытăнчĕç. Эпир чи малтан çиччĕмĕш класран 17 вĕренсе тухрăмăр .Пире Леонид Иванович Журавлев директор ăшшăн саламласа телейлĕ çул сунчĕ. Вăл ун чухне 37 çултаччĕ. Вăрçă пуçлансан ăна та фронта илчĕç. Ун хыççăн вăл 1951 çулччен –директорта , кайран 1965 çулччен , учительте ĕçлерĕ. Ял çыннисемпе халĕ те ырăпа çеç аса илеççĕ.
Документсемпе малалла паллашатпăр. Вăрçă çулĕсенче вĕреннĕ ачасем Курдзия Хафизовна Галиева педагога, паллах, астăваççĕ. Çак тутар хĕрарăмĕ те ун чухне директор пулнă,чăваш ачисене йывăрлăха çĕнтерме вĕрентнĕ , çирĕп те тарăн пĕлÿ пама тăрăшнă.
Вăрçă хыççăнхи çулсенче те кунта ĕçлекенсен йышĕ улшăнса, çĕнелсе пынă. Акă, Выл тăрăхĕнчи Çириккасси çынни Никон Андрианович Григорьевский те педагогсен ушкăнне вунă çул ытла ертсе пынă . Ватă салтак , учитель тивĕçне яланах таса та çÿлте тытма тăрăшнă, ыттисене те çавăн пекех пулма ыйтнă. Халĕ вăл Çĕн Атикассинчи вăтам шкулта ĕçлет.
Çавăн пекех , çак шкулта Хирлÿкасси каччи Иван Иванович Лисаев та тăватă çул хушши ачасене истори вĕрентнĕ. Халĕ вăл –писатель , «Ялав» журнал редакцинче ĕçлет.
Шкулта 20-40 çултан кая мар ĕçленĕ педагогсене те асăнмасăр иртме çук. Акă вĕсем : З.В. Журавлева, Ф.С. Егорова, Н.И. Тимофеева, Р.Ф. Андреева, Г.И.Пакрушов—директор заместителĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ.
Çур ĕмĕр хушшинче шкулта вунă директор , сакăр вунă учитель ĕçлеме ĕлкĕрнĕ. Вĕсем сакăр ялти 1333 ачана вĕрентсе пурнăç çулĕ çине тăрантнă . Вĕренсе тухнисенчен 20-мĕшĕ шкула Мухтав хучĕсемпе пĕтернĕ . Вĕсенчен , акă Н.П. Прокопьев, К.П. Паденов (Тури Çÿрпÿкасси). А.Ф.Альдяков , Г.Н. Григорьев (Иккĕмĕш Хурашаш)—наука кандидачĕсем, теприсем—офицерсем, учительсемпе тухтăрсем пулнă.
Шкултан вĕренсе тухнисен шутĕнче çавнашкалах А.Н. Давыдов (Иккĕмĕш Хурашашран) А.Ф.Альдяков, Ю.И. Яковлев аслă офицерсене (Пĕрремĕш Хурарашран) , Н.Т. Максимов капитана (Иккĕмĕш Хурашашран) асăнмасăр иртме çук. Вĕсем хальхи çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.
Шкулăн çĕр çулхи юбилейĕ, паллах, Иккĕмĕш Хурашаш ялĕнче çуралса ÿснĕ тата унта пурăнакан Н.В. Никитин, А.Я.Маркелов, Н.К. Самсонов, А.Д.Мокин тата ытти юлташсене те чун-чĕререн савăнтарать. Мĕншĕн тесен вĕсем те асăннă шкулта вĕреннĕ-çке-ха.
Николай Васильевич Никитин—ĕçпе вăрçă ветеранĕ, кăçал кăна пенсие тухрĕ. Унччен вăл тăван колхозра аслă агроном пулса ĕçлерĕ, ăна партипе правительство «Ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят, орденсемпе медальсем парса чыс турĕ.
Алексей Яковлевич Маркелов уй-хир бригадĕрĕ пулса 20 çул ытла ĕçлерĕ, тырпул тухăçне ÿстерессишĕн сахал мар тăрăшрĕ. Ахальтен мар ăна Тăван çĕршыв «Октябрьти революци», «Хĕрлĕ çăлтăр» орденĕсем , нумай медальсем парса хакларĕ.
Николай Кузьмич Самсонов вара колхоз председателĕ . 20 çул ытла ертсе пырать вăл Ленин ячĕпе хисепленекен колхоза. Халăхпа ĕçлеме пĕлни , дисциплинăна пăхăнни ÿсĕмсемтума май парать . Çавăнпа çичĕ ялтан тăракан колхоз районта малта пырать.
Алексей Дмитриевич Мокин –Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ, тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ. Вăл « Хисеп палли» орден кавалерĕ, Хусанушкăнь ялĕнче шкулта ĕçлет.
Тихăнушкăнь ялĕнче çуралса ÿснĕ Валериан Григорьевич Толстов та çак шкултах вĕреннĕ. Халĕ пенсире пулин те – районти халăх музейĕн директорĕ. Хăй вĕреннĕ шкул уншăн нимрен те хаклă. Çавăнпа та вăл Хурашаш шкулĕн историйĕпе тĕплĕн интересленет, унăн юбилейне хутшăнма хатĕрленет.
Чылайччен лартăмăр эпир архив докуменчесене пăхса. Юлашкинчен Николай Прокопьевич мана шкул хуçалăхĕпе паллаштарчĕ. Кунта виçĕ вĕренÿ корпусĕ , вĕсенчен пĕри- шăп çĕр çул каялла туни , ыттисем чиркÿрен юлнисем. Çурчĕсем кивĕ пулин те , ĕлĕкхи хыр пĕренесем çĕрмен тата вуншар çул ларма пултараççĕ.
Юнашарах -- çĕнĕ столовăй çурчĕ , ăна тул енчен шурă кирпĕчпе купаланă. Апат çимĕçĕн чылай пайне шкул пахчинчех ÿстереççĕ.Садра панулми ăнса пулнă.
Кăçал Хурашашри сакăр çул вĕренмелли шкулта 120 ача парттăсем хушшине ларчĕ. Вĕсене 16 педагог ăс парать . Учительсен улттăшĕ—коммунистсем, улттăшĕ—ВЛКСМ членĕсем. Пурин те ĕçлес кăмăлĕсем пысăк, ĕмĕчĕсем çунатлă.
...Хурашаш ялĕ. Пысăк пулман вăл ĕмĕр пуçламăшĕнче , пурĕ те 55 кил кăна. Халĕ те кунта 60 килтен ытла мар. Анчах та ăс парса пурнăç çулĕ çине кăларнă шкул , педагогсем, çавăнпа пĕрлех ялĕ те асран тухмаççĕ.
Кунти çĕр ĕçченĕсем те паян ,тăван колхозри тата çĕршыври мĕнпур ĕçченсем пекех , пилĕкçуллăх задачисене ăнăçлăн пурнăçласа пыма тăрăшаççĕ.
Г. Савельев.
«Коммунизм çулĕпе» хаçатăн 118 №, 1986 çулхи октябрĕн 4-мĕшĕнче пичетленнĕ.