Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!
Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем!
Çак кунсенче çĕршыв Аслă Отечественнăй вăрçă чарăннăранпа 64 çул çитнине паллă тăвать. Майăн 9 – мĕшĕ - ÇĕнтерŸ кунĕ. Мăнаçлăн историн паттăрлăх страницисене тишкеретпĕр, тăван çĕршывшăн, никама пăхăнманлăхшăн пуç хунисене асăнатпăр, ветерансене чыслатпăр. Шел пулин те, нумайăшĕ паян пирĕнпе çук...
ÇĕнтерŸ кунне çывхартассишĕн мĕн пур халăх вăрçă хирĕнче , уй – хирте, тылра тăшмана хирĕç кĕрешнĕ. Çак йывăрлăхсене тŸссе ирттермен çемье пирĕн тăрăхра юлман. Мирлĕ пурнăçа халăхпа пĕрле çĕнсе илнĕ.
Хаяр çапăçусенче хăйне шеллемесĕр вут - çулăм айне кĕрсе тăшманпа вирлĕн кĕрешнĕ фроновиксене, тылра ырми – канми, кунне - çĕрне пĕлмесĕр фронт валли ĕçленисене эпир яланах тав тăватпăр. Сирĕн пурнăçăра лайăхлатасси хамăрăн кулленхи таса тивĕç тесе шутлатпăр.
ÇĕнтерŸ кунĕпе чун – чĕререн Сире саламлатăп, ырлăх – сывлăх сунатăп.
Район пуçлăхĕ А. Криков