Хисеплĕ вăрçă ветеранĕсем, воин – интернационалистсем!

Тăван çĕршыв хŸтĕлевçисем!

Сире Тăван çĕршыв хŸтĕлевçисен кунĕ ячĕпе чун чĕререн саламлатăп.

 

       Эсир кирек хăçанта Тăван çĕршывăмăр умĕнчи парăма чыслăн пурнăçлатăр, салтак – хŸтĕлевçĕ ятне çŸлте тытатăр. Паттăрлăхпа хăюллăх, Тăван çĕршыва юратни, хисеплени сирĕн пурнăçăрта тĕп вырăнта.

Çак кун Аслă Отечественнăй вăрçăра çапăçса тăнăçлăхпа ирĕклĕхе тăшманран упраса хăварса пире, паян пурăнакан ăрăва, телейлĕ малашлăх туса панишĕн чун – чĕререн тав тăвас килет. Вĕсен патриотизм туйăмĕ, çирĕп кăмăллăхĕ çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулмалла.

        Паян Çĕршыва хŸтĕлекен ентешĕмĕрсем те мирлĕ, лăпкă пурнăçшăн, çĕршыв пуласлăхĕшĕн паттăрлăхпа хастарлăх кăтартаççĕ.

        Уяв ячĕпе Сире, Тăван çĕршыв хŸтĕлевçисем!

       Сире çиреп сывлăх, иксĕлми телей, тату та тăнăç пурнăç, çар тата гражданинăн тивĕçĕсене пурнăçлама ăнăçу сунатăп.

 

 

 

 

                      А.И. Криков                                                                                                Район пуçлăхĕ