Устаревшая версия сайта

Новый информационный ресурс доступен по адресу http://krchet.cap.ru/

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Поздравление Главы администрации района

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://krchet.cap.ru/

                           Хаклă ентешĕмĕрсем, ырă çыннăмăрсем!

Сире Хĕрлĕ Чутай сали пуçланса кайнăранпа 421 çул çитнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатăп!
    Аваллăхри манăçми кунсем районăмăрăн историне ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлчĕç,Пирĕн Чутай тăрăхĕ ĕçчен те пултарулла, сăпай та  ырă кăмăллă çынсемпе  пуян, çакна паллах, пирĕн тăрăхри çутçанталăк  илемĕ те тỹрремĕнех витĕм кỹрет. Аслă ăрури çынсем çамрăксене пил парса, вĕрентсе пырса-районăмăрăн малашлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлеме вăй-хал параççĕ. Вуншар çемьеснче ĕç династисен ырă юхăмĕ вăй илсе пырать, çакă вăл ламран-лама, ăруран – ăрăва куçса пырать. Чутай тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ, унăн сĕткенĕпе  аталанса вăй илнĕ пултаруллă çынсем паян Çĕршывăмăрăн тĕрлĕ кĕтессинче ырми канми ĕçлесе ырă ята тивĕçнĕ, вĕсем хушшинче паллă ученыйсемпе ăсчахсем сахал мар. Районăмăрăн шăпи, аталану çул-йĕрĕ паллах, кунта ĕçлесе пурăнакан çынсенчен килет. Эппин, эпир сирĕнпе пĕрле хастар та тăрăшуллă пулнăран  унăн  экономикăпа социаллă аталану никĕсĕ çирĕп. Юлашки  çулсенче Хĕрлĕ Чутай салин сăн-сăпачĕ  палăрмаллах çĕнелсе улшăнчĕ, кашни урамрах çутçанталăк газĕпе усă кураççĕ, çулсеренех çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ.Ку таранччен тунă ĕçсен калăпăшĕ пысăк, малашлăх тĕллевĕмĕрсем те пирĕн пĕчĕк мар. Çакна районăмăрăн 2005-мĕш çулчченхи аталану Программи те çирĕплетсе парать.
      Тăван енĕн илемĕпе  культурине, историне малалла аталантарассишĕн те,  эпир пĕрле вăй хурса ĕçлесен çеç  çỹллĕрех шая çĕклеме пултартпăр.Пĕр-пĕрне ăнланса,пулăшса пырса ĕçлесен -  эпир сирĕнпе вăйлă та тĕреклĕ,çавăн чухне çеç эпир сирĕнпе тулăх та тулли пурнăçпа пурăнма пултаратпăр, пысăк шухăш-ĕмĕтĕмĕрсем те çитсе пырĕç.
  Уяв ячĕпе сире, тăван Чутай енĕн хастар та пултаруллă çыннисем, ентешĕмĕрсем, тăванăмăрсем! Сире ырлăх -  сывлăх, тулли телей, çемьĕрсенче килĕшỹ те ырă кăмăл – туйăм , тату пурнăç сунатăп!

 

Информационное наполнение сайта:
сектор информационных ресурсов администрации Красночетайского района

 

           

 

 

Система управления контентом
429040, с. Красные Четаи, пл.Победы, д.1
Телефон: 8(83551) 2-16-61
Факс: 8(83551) 2-16-76
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика