Устаревшая версия сайта

Новый информационный ресурс доступен по адресу http://krchet.cap.ru/

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Поздравление главы администрации района с Днем Победы

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://krchet.cap.ru/
 

Хаклă ентешĕмĕрсем, вăрçăпа ĕç ветеранĕсем!

 

Сире,  этемлĕх аталану çул-йĕрĕнчи чи пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв  ячĕпе – Аслă Çĕнтерÿ 59 çул тултарнă ятпа  чун-чĕререн  ăшшăн саламлатăп.

 Çĕнтерÿ  кунĕ пире, тĕрлĕ ăрури çынсене, пĕр çĕре пĕрлештерет, савнăçпа, аса илу саманчĕсемпе тулнă  пысă уяв.  

   Хаяр вăрçă хирĕсенче Тăван Çĕршыв чысне паттăрăн хутелесе пуçĕсене хунă ентешĕмĕрсен  ячĕсене ĕмĕр- ĕмĕрех  чĕресенче упратпăр, юнлă вăрçă хирĕсенче нимĕçсене хирĕç  паттăрăн  çапăçнă  çĕнтеруçĕ-салтаксем  умĕнче эпир пуçа таятпăр, тылра кунне-çĕрне пĕлмесĕр ырми- канми ĕçленĕ ветерансене ырăпа асăнатпăр. Вĕсем паянхи мирлĕ пурнăçшăн, пирĕн пуласлăхшăн ,Çĕршывăмарăн çирĕплĕхĕпе  аталанăвĕшĕн пурнăçĕсене те вăй-халне те шеллемен. Эпир вĕсен умĕнче пысăк парăмра.

  Хисеплĕ ĕçпе вăрçă ветеранĕсем! Эпир те, сирĕн пек хастар та маттур пулма, мал ĕмĕтлĕ пулма, районăмăра тивĕçлĕ шайра аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшатпăр. Паян районта пурăнакан çамрăксем те Тăван Çĕршыва сыхлама, салтак тивĕçне пурнăçлама хатĕр. Ку ĕнĕпе  пирĕн çитĕнусем те пур.

 Уяв ячĕпе сире, хисеплĕ ветерансем! Сире ырлăхпа, çирĕп сывлăхпа пурăнма иксĕлми вăй-хал, тулли кăмăл, тату пурнăç  сунатăп .

 

 Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                В.Г. Орлов

 

Информационное наполнение сайта:
сектор информационных ресурсов администрации Красночетайского района

 

           

 

 

Система управления контентом
429040, с. Красные Четаи, пл.Победы, д.1
Телефон: 8(83551) 2-16-61
Факс: 8(83551) 2-16-76
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика