Устаревшая версия сайта

Новый информационный ресурс доступен по адресу http://krchet.cap.ru/

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Поздравление главы Красночетайского района А.И. Крикова с Днем учителя

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://krchet.cap.ru/

Педагогика ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

 

Сире профессии уявĕ – Учитель кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп!

Хисеплĕ учительсем! Эсир пархатарлă ĕç пурнăçлатăр. Сирĕн тивĕç - çитĕнекен ăрăва хăвăр пĕлĕве тата опыта, ачасене шухăш – кăмăл воспитанийĕ парасси, чи кирли – вĕсене пĕр – пĕрне тата аслисене хисеплеме вĕрентесси.  

ВĕрентŸ - тăватă наци проекчĕсенчен пĕри. Унпа килĕшŸллĕн федерации конкурсĕсенче 100 пин тенкĕ илнĕ вĕрентекенсемпе мухтанма пултаратпăр. Çĕнĕ меслетсемпе пурнăç ыйтнă пек ĕçлеме, Ÿсĕм çулĕ патне çитме  пултарнăшăн вĕсене чун – чĕререн тав тăвас килет. Республика шайĕнче те тава тивĕçлĕ педагогсем пирĕн йышра чылай. Çулсерен Президент стипендине илекен ачасем пурри те хавхалантарать. Район шайĕнче те аван ĕçлекен педагогсемпе вĕренекенсен кăмăлĕсене май пур таран çĕклеме тăрăшатпăр.     Хальхи вăхăтра кашни учителĕн пурнăçĕ пултарулăхпа çыхăнмалла. Яваплăха курса,  малашлăха туйса ĕçлесен кăна ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕ палăрĕ. Патшалăх юлашки çулсенче шкулсене  палăрмалла улшăнусемпе çĕнетрĕ. Çакна кашни вĕрентекен, шкула çŸрекен тата ашшĕ – амăшĕ аван туять. Апла пулсан,  пуринте пĕрле кашни куна тĕллевлĕ те усăллă ирттермелле. Пурнăç ыйтнине тивĕçтермелле.  

ВĕрентŸ тытăмĕн ветеранĕсене тата унта ĕçлекенсене сирĕн çăмăл мар ĕçшĕн тав тăватăп. Пурне те çирĕп сывлăх, пултарулăх ĕçĕнче çитĕнŸ  тума, телей тата ырлăх сунатăп.

 

 

 

Район пуçлăхĕ                                                                            А.И.Криков    

 

Информационное наполнение сайта:
сектор информационных ресурсов администрации Красночетайского района

 

           

 

 

Система управления контентом
429040, с. Красные Четаи, пл.Победы, д.1
Телефон: 8(83551) 2-16-61
Факс: 8(83551) 2-16-76
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика