Устаревшая версия сайта

Новый информационный ресурс доступен по адресу http://krchet.cap.ru/

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Поздравление главы Красночетайского района А.Крикова с Международным Днем пожилых людей

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://krchet.cap.ru/

Саламлатăп

Хисеплĕ ветерансем!

 

            Сире уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Эпир, паянхи çамрăксем, эсир хăвăр паха опыта, вăйлă ăс-тăна, ырă йăласене упраса пыма пултарнишĕн сирĕнпе мухтанатпăр, сире ăмсанатпăр. Чылаă кирлĕ ыйтăва татса панă чух Сирĕн канашсем, сĕнÿсем палăрмаллах пулăшаççĕ.

            Районăн историллĕ шăпинче, Эсир тарăн йĕр хăварса пыратăр. Вăрçă нуши-тертне те тÿснĕ, çĕршыва, района аталантарас тĕллевпе сахал мар йывăрлăх курнă. Сире чăтăмлă та çирĕп пулнишĕн тав тăватпăр.

            Сирĕн умăрта пысăк яваплăха туйса тăнă май, сирĕн çăмăлах мар пурнăç условийĕсене лайăхлатма малашне те тăрăшатпăр.

            Районăн ялĕсене çутçаталăк газĕ илсе çитерес ĕçе вĕçлени – пысăк та кăткăс ыйтăва пурнăçа кĕртнипе танлашрĕ. Часах асфальтлă çулсемпе ялсене пĕрлештерес ĕç вăй илсе каймалла. Çывăх вăхăтра шыв енчен йывăрлăх тÿсекен ялсене шывпа тивĕçтерес ĕçе пуçăнмалла. Палăртнине кирлĕ пек пурнăçа пурте  пĕрле кĕртсе пыросан, пуласлăхра чылай çăмăлрах пулĕ.

            Уяв ячĕпе саламласа ырлă-сывлăх, яланах çĕкленÿллĕ кăмăл, вăрăм ĕмĕр, кашни килте, кашни çемьере хăтлăх сунатăп.

 

 

Район пуçлăхĕ        А.И.Криков

 

Информационное наполнение сайта:
сектор информационных ресурсов администрации Красночетайского района

 

           

 

 

Система управления контентом
429040, с. Красные Четаи, пл.Победы, д.1
Телефон: 8(83551) 2-16-61
Факс: 8(83551) 2-16-76
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика