Устаревшая версия сайта

Новый информационный ресурс доступен по адресу http://krchet.cap.ru/

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Поздравление Главы районной администрации В.Г. Орлова

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://krchet.cap.ru/

                                       
                         Хаклă     ентешĕмĕрсем,   тăванăмăрсем!


Эпир сирĕнпе паян,çак кĕрхи кун районăмăр йĕркеленĕренпе 75 çул çитнине анлăн уявлатпăр.
Пирĕн районăн историллĕ кун-çулĕ анлă та пуян.  Хĕрлĕ Чутай районĕн 75 çулхи аталану тапхăрне илес пулсан, пĕтĕмпех куç умĕнче. Районăмăр 1927 çулхи октябрĕн 1 мĕшĕнче çуралнă, шăпах çак кун районта Советсен пĕрремĕш съезчĕ иртне, районăн ĕç тăвакан органĕсене, район Совечĕпе Президиумне  туса хунă.
         Аталану тапхăрĕн кирек хăш вăхăтне илес пулсан та,  Чутайсем хастар пулни, малашлăхшăн, çĕнĕ пурнăçшăн икселми вăй - хăватпа ĕçлесе пыни куçкĕретех.
        Акă, çĕршывра колхозсем тăвас юхăм пуçланнă вăхăтах илер-ха. 1928 çулхи çуркунне пĕрремĕш колхоз "Лоба" йĕркеленет, 13 хресчен хуçалăхне пĕрлештерет. çав çулхинех  Карăк - çырми ялĕнче " Хĕрлĕ ялав" колхоз... 1929 çулхи октябрĕн 1 мĕшĕ тĕлне районта 23 ял хуçалăх пĕрлешĕвĕ шутланнă, вĕсем 542 хуçалаха пĕрлештерсе тăнă, ку республика шайĕнче лайăх катарту шутланнă. Колхозсем майĕпен аталанса çитĕнỹсем туса пынă, тĕш-тырă тухăçлăхĕ палармаллах ỹснĕ...
       Аслă Отечественнăй вăрçă  çулĕсенче Тăван çĕршыв чысне хутĕлесе пирĕн ентешсем паттăррăн çапăçнă тылра ырми-канми, кунне - çĕрне пĕлмесĕр тăрăшнă пирĕн аннемĕрсемпе асаннесем, çула çитмен çамрак ачасемпе ватă çынсем. Эпир вĕсем умĕнче пысăк парăмра.
 8020 çынна - ĕнтешсем вăрçа хирне ăсатнă Чутайсем, анчах та вĕсенчен çурри ытла тăван енне таврăнайман, юнлă вăрçă хирĕсенче пуçĕсене хунă, мăшăрĕсемпе ачисем вĕсене кĕтсе илеймен. çĕршер салтак паттăрлăхшăн пысăк наградăсене  тивĕçнĕ. Акă, Совет Союзĕн Геройĕсем- Иван Васильевич Индряковпа Алексей Романович Логинов та Чутай тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ Паттăрсем.
    Чутай çĕрĕ çинче çуралса ỹснĕ, унăн сĕткенĕпе аталаннă ятлă сумлă çĕршер паллă çыннăн
 чапĕ çĕршывĕпех, тĕнчипех сарăлчĕ. Вĕсем хушшинче паллă тĕпчевçĕсем, ученăйсем, çар сыннисем, искусствăпа культура деятелĕсем, медицинăпа верентỹ ĕçченĕсем. Эпир, чутайсем чăннипех хамăрăн ĕçчен те пултаруллă çынсемпе мухтанма пултаратпăр - вĕсем пирĕн районăн иксĕлми таса çăлкуçĕ, пуянлăхĕ. ,çри  хастарлăхшăн вуншар-çĕршер çын правительство наградисене, орденсемпе медальсене тивĕçрĕр. Икĕ çын Социализмла ,ç Геройĕ сумлă ятсене тивĕçрĕç. Вĕсем Александр Дмитриевич Смалайкинпа Дарья Никитична Григорьева.
Юлашки çулсенче районта палăрмаллах çĕнĕ улшăнусем пулса иртрĕç. çакна, паллах,
районта ĕçлесе пурăнакан çынсен аллисемпе турăмăр. Эсир пуçаруллă та ĕçчен пулнăран -  çул -йĕр сарас, çĕне çуртсем çĕклессипе, ялсене çутçанталăк газĕ кĕртессипе, тавралăха тирпей - илем кĕртессипе, районăн сăн-сăпатне çĕнетсе улăштарассипе самаях пысăк ĕçсем туса ирттертĕмĕр. Эпир ку таранччен тун ĕçсемпе чăннипех те мухтанма, манаçланма пултаратпăр. Тавах сире, сирĕн пархатарлă ĕçерсемшĕн.       
                               Хаклă ентешĕмĕрсем!
  Районăн малашлăхĕпе пуласлăхĕ пĕтĕмпех эпир сирĕнпе мĕнле ĕсленинчен килет. Пĕр-пĕринпе килештерсе; пĕр ĕмĕт тĕллевпе ĕçлесе пурăнсан, харпархайне шанса панă ĕçе таса кăмăлпа пурнăçласан çеç, эпир, районăн экономикипе социаллă пурнăçне тивĕçлĕ шайра аталантарма пултаратпăр;унăн пуянлăхне ỹстерме, чапне çĕклеме ; аталану сул -йĕрĕн çирĕп никĕсне хывма та тĕрек пулĕ.
       Сире районăмăр  75 çул тултарнă ятпа чун-чĕререн саламлатăп, çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй - хал, ăнăçу, тулли телей, тату пурнаç сунатăп . Чутай çĕрĕ яланах çынсене савăнтартăр, унăн ырă ячĕ, чапĕ çеклентĕр

Хĕрлĕ Чутай    районĕн хăй тытăмлĕхĕн ертỹçи                    В . Г. Орлов.

                                       
                     

 

Информационное наполнение сайта:
сектор информационных ресурсов администрации Красночетайского района

 

           

 

 

Система управления контентом
429040, с. Красные Четаи, пл.Победы, д.1
Телефон: 8(83551) 2-16-61
Факс: 8(83551) 2-16-76
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика