Мартăн 8 – мĕшĕ Пĕтĕм Тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ.

 

Хисеплĕ аннесем, мăшăрсем, аппасемпе йăмăксем, асаннесем!

 

Сире пурне те Пĕтĕм Тĕнчери Хĕрарăмсен уявĕ ячĕпе  чун – чĕререн ăшшăн саламлатăп. Çутçанталăк хĕрарăма пысăк пуянлăх парнеленĕ - çирĕп ăс – тăн, чун ăшши, çепĕçлĕх тата тапса тăракан энерги. Кил - тĕрĕшре, кулленхи ĕçре е общество пурнăçĕнче пур тивĕçе те эсир уйрăм вăй – хăватпа тăватăр. Çавна май, тавралăха юратупа ырăлăх парнелетĕр.

Районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарса пырас ĕçре сирĕн тŸпе пысăк. Эсир ялхуçалăхĕнче, медицинăра, суту – илŸре, культурăра  тата ытти отрасльсенче те хăвăрăн вăй – хала шеллемесĕр ĕçлетĕр.

Сире пурне те нумай – нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх, кулленхи ĕçре ăнăçусем, хастарлăх тата кашнинех телейпе ăнăçлăх сунатăп.

 

 

 

Район пуçлăхĕ                                                                                                                                      А.И.Криков